Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
21 Октябрӗн 2022, 08:55

DeafSkills професси ӑсталӑхӗпе II Наци чемпионатне хутшӑнакансене Уфа саламланӑ

Уфара октябрӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшĕччен 2022 начар илтекен 35 ҫулчченхи ҫамрӑксемшӗн DeafSkills професси ӑсталӑхӗпе Наци чемпионачӗ иртӗ.  

Октябрӗн 20-мӗшӗнче Уфара, "Торатау" Конгресс-холра чемпионата чаплӑн уҫнӑ. Уфана Раҫҫейри 45 регионӗнчен 350 ҫын килнӗ. Ӑмӑрту 34 компетенциаципе тӑхӑр площадкӑра иртӗ.

Чемпионата хутшӑнакансене республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров саламланă:

– Пире профмастерствӑн Наци чемпионатне йышӑнма кӑмӑллӑ. Ӑна хамӑр ҫӗршывӑн 45 регионӗнчен килнисене пурне те саламлатӑп. Паян пирӗнпе пӗрле ют ҫӗршыв хӑнисем те - Узбекистанпа Казахстан представителӗсем. Эпир сире хавас, хаклӑ тусӑмсем! Ӑмӑртусене хутшӑнакансем ҫине пӑхса эпир оптимизмпа авӑрланатпӑр. Эсир - профессионаллӑ лайӑхлатма тӑрӑшакан вӑйлӑ та хастар ҫынсем. Чемпионат шӑпах ҫакна пулӑшать. Унӑн компетенцийӗсен шучӗ ҫулсеренех ӳсет, кӑҫал вӗсем 30 ытла ӗнтӗ. Эсир Пушкӑртстана юратса пăрахасса, унта пурӑнакансен ӑшшине туйса илессе, ӑмӑрту хӑтлӑ условисенче иртессе шанатӑп. Сире кашнинех ҫитӗнӳсем, ҫӗнтерӳсем сунатӑп! Тӗп-тӗрӗс пӗлетӗп: ӑмӑртусенче выляса янисем пулмаҫҫӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

DeafSkills професси ӑсталӑхӗпе II Наци чемпионатне хутшӑнакансене Уфа саламланӑ
DeafSkills професси ӑсталӑхӗпе II Наци чемпионатне хутшӑнакансене Уфа саламланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: