Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Октябрӗн 2022, 23:06

Ҫар чаҫӗсен командирӗсем киле таврӑнма нумай ачаллӑ мобилизациленнисен списокӗсене тӑратӗҫ

Çар комиссариачĕ таврӑннӑ çынсем вырӑнне резервистсен списокне оперативлӑ хатӗрлет.

Ҫар чаҫӗсен командирӗсем киле таврӑнма нумай ачаллӑ мобилизациленнисен списокӗсене тӑратӗҫ
Ҫар чаҫӗсен командирӗсем киле таврӑнма нумай ачаллӑ мобилизациленнисен списокӗсене тӑратӗҫ

"Вӗренӳ" иртекен ҫар чаҫӗсен командирӗсем ҫывӑх вӑхӑтра нумай ачаллӑ Пушкӑрт çыннисен списокĕсене хатĕрлĕç. Вӗсем тӑрӑх ҫар ҫыннисене киле ӑсатма тытӑнаҫҫӗ. Анчах боецсене çар пӗрлешӳ вырӑнӗсенче ҫеҫ улӑштарма пултараҫҫӗ. СВО зонинчи арҫынсене киле тавӑрасси пулмасть.
"Çар слаживани вырӑнӗсенче улшӑну пулать. Чаҫ командирӗ ятлӑ списоксем тӑратать. Çар комиссариачĕ гражданин правине тӗрӗслет. Унӑн чӑнахах та 17 ҫул тултарман виҫӗ ача пур пулсан, ăна улӑштаратпӑр", - ӑнлантарнă Крумин.
Аса илтеретпӗр, Радий Хабиров 16 ҫула ҫитиччен виҫӗ ачаллӑ арҫынсене ҫапӑҫӑва хатӗрленекен вырӑнсенчен каялла тавӑрма хушнӑ. Çар комиссариачĕ таврӑннӑ çынсем вырӑнне резервистсен списокне оперативлӑ хатӗрлет.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

Ҫар чаҫӗсен командирӗсем киле таврӑнма нумай ачаллӑ мобилизациленнисен списокӗсене тӑратӗҫ
Ҫар чаҫӗсен командирӗсем киле таврӑнма нумай ачаллӑ мобилизациленнисен списокӗсене тӑратӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: