

#владимирпутин
Ятарлă ҫар операцине хутшӑнакансем валли хатӗр-хӗтӗр, спецсредство тата оборудовани ахаль ҫеҫ мар, майлӑ та тухӑҫлӑ тата хальхи вӑхӑта юрăхлă пулмалла, - пӗлтернӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин правительство ҫара кирлӗ пулнипе координаци канашӗпе ирттернĕ канашлура.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӗҫре маларах палӑртнӑ нормативсенчен кӑна тухмалла мар, вӗсем кивелме те пултарнӑ, мӗншӗн тесен ытти условисенче йӗркеленӗ, чӑн-чӑн ыйтусене, чӑн лару-тӑрӑва чухласа илмелле.
"Хӑйне уйрӑм ҫар операцийӗ, снаряженисем, ятарлӑ хатӗрсем, ытти ятарласа тунӑ оборудованисем ахаль ҫеҫ пулмалла мар, вӗсем хальхи, меллӗ тата тухӑҫлӑ пулмалла. Ӗҫ планне кашни çул-йĕрпе уҫӑмлӑ та конкретлӑ палӑртмалла", - палӑртнă Путин.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.