Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
27 Октябрӗн 2022, 21:24

Радий Хабиров Луганск облаçне ӗҫе куҫни ҫинчен калаçни тĕрĕс мар хыпар тенĕ

Халĕ эпӗ республика Пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ хушӑра ниҫта та кайма шутламастӑп.

Радий Хабиров Луганск облаçне ӗҫе куҫни ҫинчен калаçни тĕрĕс мар хыпар тенĕ
Радий Хабиров Луганск облаçне ӗҫе куҫни ҫинчен калаçни тĕрĕс мар хыпар тенĕ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тӳрӗ лини пынӑ чухне хӑй çывăх вăхăтра отставкӑна тухасси тата ӗҫе улӑштарасси тата ЛДНРа ертсе пыракан должноҫа куҫасси ҫинчен ыйтнине хирӗҫ хуравланă. "Коммерсант-Уфа" журналисчĕ Булат Баширов республикӑн ертӳҫине ҫакӑн пек сӗнӳсем пулнипе пулманни ҫинчен интересленнӗ.
— Эпӗ ку ыйту ҫине хуравланă ӗнтӗ, ҫӗннине нимӗн те калама пултараймастӑп — эпӗ хам ӗҫ ҫине служба ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑп, вӑл манӑн "государство служби" ятлӑ та. Государство службин шайӗнче, мана мӗн те пулин урӑххипе ӗҫлеме хушсан, эпӗ урӑххине тума пуçлăп. Халĕ эпӗ республика Пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ хушӑра ниҫта та кайма шутламастӑп, - тенӗ Радий Хабиров.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

Радий Хабиров Луганск облаçне ӗҫе куҫни ҫинчен калаçни тĕрĕс мар хыпар тенĕ
Радий Хабиров Луганск облаçне ӗҫе куҫни ҫинчен калаçни тĕрĕс мар хыпар тенĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: