+28 °С
Пӗлӗтлӗ


#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Бразили президенчӗн суйлавӗнче ҫӗнтернĕ ятпа Луис Инасиу Лулу да Силвана саламланă, пӗлтернӗ октябрӗн 31-мӗшӗнче Кремль пресс-службинче.
"Президент суйлавӗнче ҫӗнтернӗ ятпа чӗререн саламлатӑп. Сасӑлав итогӗсем сирӗн политикӑри пысӑк авторитетӑра ҫирӗплетнĕ. Раççейпе Бразили хушшинчи конструктивлӑ ҫыхӑнӑва малалла аталантарасса шанатӑп", - тенӗ телеграммӑра.
Путин патшалӑх пуҫлӑхӗн вырӑнӗнче ҫитӗнӳсем, сывлӑх тата ырлӑх суннă.
"Известия" социаллă сетьри страницинчен.
Сăнӳкерчӗкĕ: REUTERS/Mariana Greif.