Ош хулинче (Киргизи Республики) ЮНЕСКО Тӗп Ази тӑрӑх кластер бюровӗ пулӑшнипе пӗтӗм тӗнчери "3GEО" - геонаследи, геотуризм тата геопĕрлешÿ форумӗ иртнӗ.
Мероприятире Раҫҫейри пӗрремӗш ЮНЕСКО Глобаллӑ геопарк статусӗ илнĕ, пӗтӗм тӗнчипе йышӑну илнӗскер, Пушкӑртстан Республикинчи Салават районӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ – "Янган-Тау" хастар хутшӑннă.
Форумра ҫирӗп туризм, вӗренӳ, наука тата вырӑнти халӑхӑн экологи аталанӑвӗн вӑй-хӑватне, ҫавӑн пекех 3GEO сферисенче ӗҫтешсене интеграцилемелли майсене сӳтсе явнă.
Форум пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх темиҫе килӗшӳ алӑ пуснӑ: сӑмахран, Тянь-Шаньри геологи обществипе тата Киргизи Республикин Наци комиссийӗпе Пушкӑртстанра Кыргызстанран специалистсене стажировкӑна ярасси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.