Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
8 Ноябрӗн 2022, 21:26

Пушкӑртра сусӑр ҫынсем валли Туризм центрӗ пулӗ

Маларах ҫак проектӑн деталӗсем ҫинчен  «Башинформ» пӗлтернӗ.

Пушкӑртра  сусӑр ҫынсем валли Туризм центрӗ пулӗ
Пушкӑртра сусӑр ҫынсем валли Туризм центрӗ пулӗ

Пушкӑрт правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров соцсетьсенче "Барьерсене хуҫса" форум пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пурнӑҫламалли проектсем ҫинчен каласа пачӗ.

"Пушкӑртстанра инвалидсем валли Туризм центрне йӗркелӗпӗр. Пирӗн ҫутҫанталӑк питӗ илемлӗ, ӑна пур граждансене те, ҫав шутра сывлӑх ҫитменнисене те, кӑтартас килет", - ҫырать Андрей Назаров.
Вӑл форума ҫулсерен ирттерессине, мӗн тунине, мӗнле плансене пурнӑҫламаллине палӑртрӗ. Назаров ҫавӑн пекех "Пуриншӗн те уҫӑ"инклюзивлӑ проект шайӗнче республикӑри 5 предприяти хӑйсем ҫине социаллӑ обязательствӑсем илнине пӗлтерчӗ. Маларах ҫак проектӑн деталӗсем ҫинчен  «Башинформ» пӗлтернӗ.

"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртра  сусӑр ҫынсем валли Туризм центрӗ пулӗ
Пушкӑртра сусӑр ҫынсем валли Туризм центрӗ пулӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: