+28 °С
Пӗлӗтлӗ


#владимирпутин
Ноябрӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин специалистсемпе деятельсене наградӑласси çинчен Указ алӑ пуснӑ. Вӗсен шутӗнче Пушкӑртстанран виҫӗ çын пулнӑ.
Туслӑх орденӗпе Пушкӑртстан сенаторне, наукӑпа культура енӗпе ĕҫлекен Федераци Канашӗн председательне Лилия Гумерована тата уйрӑм предпринимателе, обществӑлла деятеле Рустам Набиева наградӑланӑ.
"Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ята Пушкӑртстанри Краснокама районӗнчи "Племзавод "Алга" СПК ертӳҫине Рифкат Хатмуллина панӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.