Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Ноябрӗн 2022, 11:12

Пишпÿлекри площаде Çĕнĕ çула хатĕрлеме пуçланă

Йĕркелÿ комитечĕ малтанхи лару ирттернĕ.

Пишпÿлекри площаде Çĕнĕ çула хатĕрлеме пуçланă
Пишпÿлекри площаде Çĕнĕ çула хатĕрлеме пуçланă

Кăçал Çĕнĕ çулхи шавлă уявсем тума юраманни пирки Радий Хабиров указ кăларнине пурте пĕлеççĕ  ĕнтĕ. Çапах та хуласемпе ялсенче, çав шутра Пишпÿлек районĕнче те, уява хатĕрленеççĕ. Паллах, ачасене Çĕнĕ çулхи чăрăш пурпĕр кирлĕ.

Уява хатĕрленсе ирттерме йĕркелÿ комитечĕ пухнă, унта плансене сÿтсе явнă. Çуртсене илемлетмелли срок - декабрĕн 1-мĕшĕччен. Пишпÿлекри тĕп площаде декабрĕн 15-мĕшĕччен илемлетсе пĕтермелле. Декабрĕн 10-мĕшĕччен ял тăрăхĕсенче те тĕп елка лармалла, илемлетнĕ площадкăсем пулмалла.

Ача-пăча утренникĕсем декабрĕн 25, 26, 27-мĕшĕсенче иртмелле. Учрежденисемпе организацисен, уйрăм çынсен çурчĕсене илемлетнин конкурсне 2023 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Плансенче чылай мероприяти пур.

Марина ИВАНОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

 

Пишпÿлекри площаде Çĕнĕ çула хатĕрлеме пуçланă
Пишпÿлекри площаде Çĕнĕ çула хатĕрлеме пуçланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: