

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ноябрӗн 21-мӗшӗнче Касым-Жомарт Токаева Казахстан президенчӗн постне тепĕр хут суйланă ятпа саламланă.
"Хисеплӗ Касым-Жомарт Кемелевич, сире Казахстан Республикин президенчӗн постне суйланă ятпа чӗререн саламлатӑп. Тӑван ҫӗршывăрта пурăнакансенчен эсир хӑвӑрăн малалла пыракан патшалӑх аталанӑвӗн курсне пурнӑҫламашкӑн ҫӗнӗ майсем уҫакан шанӑҫ мандачӗ илтӗр", - тенӗ саламлӑ телеграммӑра, ун текстне Кремлӗн официаллӑ сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Раҫҫей Президенчӗ ҫавӑн пекех РФ стратегилле партнерлӑхпа союзничество ҫыхӑнӑвӗсем туслӑх, ырӑ кӑмӑллӑх тата пӗр-пӗрне хисеплессин традицийӗсенче никӗсленсе тӑракан Раççей Федерацийĕпе Казахстан хушшинчи ҫыхӑнусем ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ.
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Сăнӳкерчӗкĕ: REUTERS/Pavel Mikheyev.