Пушкӑртстан Ĕç министерстви Ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче мӗнле канасси ҫинчен каласа панă.
"Ӗҫ саккунӗсемпе килӗшӳллӗн (РФ 112-мĕш статйи) январӗн 1, 2, 3, 4, 5, 6 тата 8-мӗшӗнче - Çӗнӗ ҫул каникулӗ, январӗн 7-мӗшӗнче Христос Раштавӗ — уяв кунӗсем. 2023 ҫулта январӗн 1-мӗшĕпе 8- мӗшӗнче ӗҫлемен ĕç кунĕсем канмалли кунпа — вырсарникунпа тÿр килеҫҫӗ. РФ Правительстви канмалли кунсемпе тата ӗҫлемелли мар кунсемпе туллин усӑ курас тӗллевпе январӗн 1-мӗшӗнчи вырсарникуна эрнекуна февралӗн 24-мӗшне, январӗн 8-мӗшӗнчи вырсарникуна майӑн 8-мӗшне тунтикуна куҫарнӑ. 2022 ҫулта декабрӗн 31-мӗшӗ шӑматкунпа тӳр килет.
Ҫапла вара Çӗнӗ ҫул каникулӗпе ҫыхӑннӑ уяв тата канмалли кунсем: 2022 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗ, 2023 ҫулхи январь уйӑхӗнче - 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8-мĕшĕсем ", - тенӗ ведомство пӗлтерӗвӗнче.
Календарь кунӗсен шутне ҫуллен тӗп е ҫуллен хушма тӳлевлӗ отпуск панӑ чухне ӗҫ кунӗ мар уяв кунӗсем хутшӑнмаҫҫӗ: январӗн 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8-мĕшĕсем (РФ ТК 120 статйи).
"Башинформ" информацийĕпе.