Пушкӑртри хырсем, пихтӑсем тата чӑрӑшсем ытти регионсемпе ҫӗршывсенче пурӑнакансен ҫӗнӗ ҫул кӑмӑл-туйӑмне уҫӗҫ. Белорецк районӗнчен 8,5 пин раштав йывӑҫне тиенӗ.
Россельхознадзор управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ пин хыр Казахстана экспортланӑ, пилӗк пин лӑсӑллӑ йывӑҫ Оренбург облаҫӗпе Краснодар крайне кайнӑ, тата пин ҫурӑшне автомобиль транспорчӗпе Мускав облаҫне турттарса кайнӑ.
Надзор ведомствин специалисчӗсем ҫӗнӗ ҫул йывӑҫӗсене турттарма контракциленӗ. Карантинти сиенлӗ организмсене экспертиза результачӗсем тӑрӑх палӑртман. Фитосанитари сертификачӗсене панă тата продукцие сутма кăларнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Россельхознадзор управленийӗн пресс-служби.