0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑртра 2023 ҫулта эрех-сӑра сутма чаракан датӑсене ҫирӗплетнӗ. Ҫапла, саккунпа ҫирӗплетнӗ режим ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче алкоголь сутассине чарать:
— Январӗн 3, 4 тата 5-мӗшӗнче - 17 сехетрен пуҫласа тепӗр кунхи ирхи 10 сехетчен;
— Январӗн 6-мӗшӗнче - 17 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен вырӑнти вӑхӑтпа.
Ытти кунсенче яланхи режим - 8 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен.
"Саккунпа пӑхса хӑварнӑ чарусене обществӑлла апатлану пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ чухне алкоголь продукцине вак-тӗвек сутассине тӗкӗнмеҫҫӗ — кафесенче, ресторансенче ҫак кунсенче алкоголь сутма пулать", - пӗлтернĕ Суту-илÿ министерствин пресс-службинче.
"Башинформ" информацийĕпе.