2023 çул Пушкӑртстанра Пĕчĕк Тӑван ҫӗршывшӑн усӑллӑ ĕҫсен çулталӑкӗ пулса тӑрӗ. Ҫак йышӑнӑва Патшалӑх Пухӑвӗнче Радий Хабиров пӗлтернӗ.
"Пирӗн кашнинех эпир ҫуралнӑ, малтанхи утӑмсем тунӑ, шкултан вӗренсе тухнӑ пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв пур. Эпӗ хамӑн ялта пилӗк ҫул, такам вунӑ ҫул, тахӑшӗ ҫирӗм ҫул, тахӑшӗ ӗмӗр тӑршшӗпех пурӑннӑ. Пĕрисем ялта, теприсем хулара ҫуралнӑ. Анчах эпӗ тӗп-тӗрӗс пӗлетӗп: кашни ҫыннӑн хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсемпе ҫыхӑну пур, хӑйӗн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӗшӗн мӗн те пулин лайӑххине тӑвас килет. Кам та пулин пысӑкрах, кам сахалтарах, анчах эпир пурте хамӑрӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывшӑн усӑллӑ ӗҫ тӑватпӑр пулсан, шухӑшласа пӑхӑр-ха. Результачӗ питӗ лайӑх пулать. Республикӑра пурӑнакансем пурте ӑна пысӑка хурса хакланӑ пек туйӑнать мана.
Пуҫлӑхӑн администрацине паян тивӗҫлӗ указ пама ыйтатӑп, эпӗ ӑна алӑ пусатӑп", - тесе палӑртнӑ Радий Хабиров.
"Башинформ" информацийĕпе.