+24 °С
Ҫумӑр


#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин декабрӗн 13-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен обществӑпа патшалӑх юхӑмӗн правленийӗн председателĕ пулма Григорий Гурова çирĕплетнĕ. Тивӗҫлӗ указ право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленсе тухнӑ.
Указ алӑ пуснӑранпа вӑя кӗрет.
Гуров 1985 ҫулта ҫуралнӑ. 2021 ҫултанпа вӑл РФ наукӑпа аслӑ пӗлӳ министрӗн çумĕн должноҫне йышӑннӑ.
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Кристина Кормилицына.