Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
23 Декабрӗн 2022, 06:10

Владимир Путин Оборона министерствин коллегийӗнче тунă заявленисенчен чи тĕппи

#владимирпутин

Владимир Путин Оборона министерствин коллегийӗнче тунă заявленисенчен чи тĕппиВладимир Путин Оборона министерствин коллегийӗнче тунă заявленисенчен чи тĕппи
Владимир Путин Оборона министерствин коллегийӗнче тунă заявленисенчен чи тĕппи

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ӗнер ҫар ведомствин коллегийӗн анлӑ ларӑвне ирттернӗ. Вӑл Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен 2022 ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ, 2023-мӗш ҫула задачӑсем лартнӑ. Раҫҫей лидерӗн тӗп заявленийӗсем:
— СВОра опыт илнӗ офицерсемпе сержантсен ҫӗнӗ должноҫсене чи малти черетлӗ йӗркепе лартмалла;
— ядерлă триада ҫапӑҫӑва хатĕрлĕхне лайӑхлатасси, ку вӑл пирӗн суверенитета тата территорири тӗрӗс-тӗкелех упраса хӑвармалли гаранти;
— ҫитес вӑхӑтра континентсем хушшинчи "Сармат" баллистика ракетисене çар дежурствине пӗрремӗш хут тăратаҫҫӗ;
— паян Раҫҫее хирӗҫ НАТО ҫӗршывӗсен мĕнпур ҫар вӑй-хӑвачӗпе усӑ кураҫҫӗ;
— НАТО вӑйӗпе хатӗрӗсем ҫинчен пӗтӗм информацие пӗлеҫҫӗ, ӑна Раҫҫей Хĕçпăшаллă вăйĕсен строительстви валли туса хатӗрлемелле тата усӑ курмалла;
— ҫарта беспилотниксене аталантармалла тата усӑ курмалла — вӗсем пур ҫӗрте те пулмалла.;
— военкоматсен системине аталантармалла;
— искусство интеллекчӗн технологийӗпе йышӑнусен пур шайӗнче те усӑ курмалла;
— ҫар ҫыннисен, каҫхи курӑну приборӗсемпе хӗҫпӑшалӗсене шута илсе, пурте ҫӳллӗ шайра пулмалла: ҫапӑҫу хирӗнче вак-тӗвек пулма пултараймасть.
"Башинформ" информацийĕпе.

 

 

Владимир Путин Оборона министерствин коллегийӗнче тунă заявленисенчен чи тĕппи
Владимир Путин Оборона министерствин коллегийӗнче тунă заявленисенчен чи тĕппи
Автор:Марина Иванова
Читайте нас