Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
28 Декабрӗн 2022, 13:10

Пушкӑрт ГИБДД регистраципе экзамен подразделенийӗсен "ҫӗнӗ ҫул" ӗҫ графикӗ ҫинчен пӗлтернĕ

Халӑха патшалӑх пулăшăвĕ парасси яланхи йӗркепе январӗн 9-мӗшӗнчен пуҫланать.

Пушкӑрт Республикинчи ГИБДД пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа январӗн 9-мӗшӗччен республикӑри регистраципе экзамен подразделенийӗсенче канмалли кунсем пулаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах январӗн 4-мӗшĕпе 5-мӗшӗнче республикӑри мӗнпур РЭП фотоӳкерчӗк ҫинчи график тӑрӑх патшалӑх пулӑшӑвӗсем илме пулать.
Ҫак кунсенче транспорт хатӗрӗсене регистрацилеме тата водитель удостоверенийӗсене улӑштарма пулать. Машинӑсене тытса пыма квалификаци экзаменӗсем йышӑнмаççĕ. Территори подразделенийӗсенче вӑхӑта ӗҫ вӑхӑчӗ графикӗпе палӑртаҫҫӗ.
Канмалли кунсем январӗн 8-мӗшӗччен тӑсӑлаҫҫӗ.
Халӑха патшалӑх пулăшăвĕ парасси яланхи йӗркепе январӗн 9-мӗшӗнчен пуҫланать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР ГИБДД.

Пушкӑрт ГИБДД регистраципе экзамен подразделенийӗсен "ҫӗнӗ ҫул" ӗҫ графикӗ ҫинчен пӗлтернĕ
Пушкӑрт ГИБДД регистраципе экзамен подразделенийӗсен "ҫӗнӗ ҫул" ӗҫ графикӗ ҫинчен пӗлтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: