Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
28 Декабрӗн 2022, 21:21

Пушкӑрт почта уйрӑмӗсем ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче ӗҫ графикне улӑштараҫҫӗ

Январӗн 3, 4, 5, 6, 8 тата 9-мӗшӗсенче почта уйрӑмӗсем пурте яланхи йӗркепе ӗҫлӗҫ.

Пушкӑрт почта уйрӑмӗсем ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче ӗҫ графикне улӑштарӗҫ, тесе пӗлтернӗ регионти УФПСра.
Ҫапла, декабрӗн 31-мӗшӗнче пӗтӗм республикипе почта уйрӑмӗсем пӗр сехетлӗх сахалтарах ӗҫлӗҫ.
Январӗн 1, 2 тата 7-мӗшӗнче пур отделени валли те канмалли кунсем пулаҫҫӗ. Ҫак кунсенче почтальонсем ҫырусем, хаҫатсем, журналсем салатмӗҫ. Пенсисемпе пособисене вӗсем Раҫҫей Пенси фончӗн Пушкӑртстанри пенси фончӗн уйрӑмӗпе килӗшӳллӗн график тӑрӑх илсе ҫитереҫҫӗ.
Январӗн 3, 4, 5, 6, 8 тата 9-мӗшӗсенче почта уйрӑмӗсем пурте яланхи йӗркепе ӗҫлӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

Пушкӑрт почта уйрӑмӗсем ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче ӗҫ графикне улӑштараҫҫӗ
Пушкӑрт почта уйрӑмӗсем ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче ӗҫ графикне улӑштараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: