

Пушкӑртстан Ĕç министерствин информацийӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра пурӑнакансене 244 ĕç тата 121 канмалли тата уяв кунӗсем кӗтеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул каникулӗпе Раштав праçникĕ хыҫҫӑн 2023 ҫулта республика территорийӗнче уяв кунӗсем шутланаҫҫӗ:
Февралӗн 23-мӗшӗ – Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунĕ;
Мартăн 8-мӗшĕ – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ;
Апрелӗн 21-мӗшӗ – Ураза-байрам;
Майӑн 1-мӗшӗ – Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ;
Майӑн 9-мӗшӗ – Ҫӗнтерӳ кунӗ;
Июнӗн 12-мӗшӗ – Раҫҫей кунӗ;
Июнӗн 28-мӗшӗ – Курбан-байрам;
Октябрӗн 11-мӗшӗ – Республика кунӗ – Пушкӑрт Совет Социализмлӑ Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан декларацие йышӑннӑ кун;
Ноябрӗн 4-мӗшӗ – Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ.
Февраль уйӑхӗнче, Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунĕ ячӗпе, республикӑра пурӑнакансем февралӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен канӗҫ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе тӑватӑ кун – майӑн 6-мӗшӗнчен пуҫласа 9-мӗшӗччен уявсем пулӗҫ.
Виҫӗ кун канмалли кунсем пире Ураза-байрама (апрелӗн 21-23-мĕшĕсем), Çуркуннепе Ĕҫ кунӗ (апрелӗн 29-мӗшӗнчен пуçласа майӑн 1-мӗшӗччен), Раҫҫей кунӗ (июнӗн 10-12-мӗшӗсем) тата Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ (ноябрӗн 4-6-мӗшӗсем) кӗтеҫҫӗ.
Эрне варринче пӗр канмалли кун пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче (Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ), июнӗн 28-мӗшӗнче (Курбан-байрам), октябрӗн 11-мӗшӗнче (Республика кунӗ) пулать.
"Башинформ" информацийĕпе.