+1 °С
Уҫҫӑнах
Ытларикун Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ЦУРти правительствӑн кӑҫалхи пĕрремĕш оперативлӑ канашлӑвӗнче муниципалитет пуҫлӑхӗсене Турă шыва кĕнĕ кун уявĕ тӗлне купельсем тума хушнӑ.
- Хисеплӗ пуҫлӑхсене эпӗ тата тепӗр тӗн праҫникӗ, пирӗн халӑхшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗскер, малта пулнине пĕлтересшĕн. Ку январӗн 19-мӗшӗ Турă шыва кӗнĕ кун, вакра шыва кӗрес йӑла пур. Эпӗ муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене ҫак ыйтăва пурнăçлама тĕплĕ пыма ыйтӑттӑм. Кашни муниципалитетра пӗр вырӑн туса хурӑр, унта тӗн йӑлине хӑрушсӑр та йӗркеллӗн тума пулать. Ҫакна асӑрхӑр, - тенӗ Радий Хабиров.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.