Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Кӑрлач 2023, 14:20

Раҫҫейре призыв ÿсĕмне ҫурхи призывра ӳстерме пултараççĕ

РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫак сӗнӳсене ырланӑ.

Раҫҫейре призыв ÿсĕмне ҫурхи призывра ӳстерме пултараççĕ
Раҫҫейре призыв ÿсĕмне ҫурхи призывра ӳстерме пултараççĕ

2022 ҫулхи декабрьти Раҫҫейри призыв ÿсĕмне ӳстермелли кампани кӑҫалхи ҫурхи призывра пуҫланма пултарать. Ҫакна "Парламентская газета" хаçата Патшалăх Думин оборона комитечӗн председателӗ Андрей Картаполов пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, призыв ÿсĕмне ӳстерес процесс тапхăр-тапхăрпа пулса пырӗ. Ҫӗнӗ системӑна туллин куҫасси пӗр ҫултан пуҫласа виҫӗ ҫула ҫити тӑсӑлӗ, анчах ӑна ҫывӑх вӑхӑтра хума палӑртнӑ. Хальхи саккунсене пурнӑҫлама пӗр комплекс тӳрлетӳ кирлӗ.
"Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу Раҫҫейре сроклă ҫар службине кӗме чӗнекен ҫул-йӗр чиккисене улӑштарма палӑртни ҫинчен пӗлтернӗ. Шӑпах ҫапла, граждансен призыв ӳсӗмне 18 ҫултан пуҫласа 21 ҫулччен, 27 ҫултан пуҫласа 30 ҫулччен ӳстерме уйлаççĕ. Вӑл ҫапла хушса хунӑ: "граждансен ирӗкӗпе ҫар службине контрактпа кӗме е службӑна килнӗренпе чӗнсе илме майсем туса пама палӑртнӑ".
РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫак сӗнӳсене ырланӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.

Раҫҫейре призыв ÿсĕмне ҫурхи призывра ӳстерме пултараççĕ
Раҫҫейре призыв ÿсĕмне ҫурхи призывра ӳстерме пултараççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: