Пушкӑрт ҫулӗсем ҫине "шериф-балка", патруль машинин маякӗсен ӗҫне кӑтартаканскерсем, вырнаҫтарнă.
Ҫул-йӗр юхӑмне йӗркелемелли регионти центртан "Башинформа" паллӑ пулнӑ тӑрӑх, ҫулсен аварипе хӑрушӑ участокӗсенче пӗтӗмпе 28 хатӗр вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен 25 – федераци тата муниципалитетсем хушшинчи пӗлтерӗшлӗ трассӑсем ҫинче. Ҫулталӑк вӗҫлениччен "шериф-балка" йышне 100 ҫитерме палӑртнӑ.
"Прибор хӑвӑртлăх режимне хӑрушсӑрлӑха ҫити чакарас тӗллевпе тата юлашкинчен трасса ҫинче аварие чакарас хӑрушлӑха чакарас тӗллевпе водительсене тимлеме тивӗҫ. "Шериф-балкăсем" текеннисем талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ", - тесе палӑртнӑ ведомствӑра.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-01-31/na-dorogah-bashkirii-poyavilis-sherif-balki-3125019
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР ҫул-йӗр юхӑмӗн центрӗн пресс-служби.