Уфари наукӑпа технологисен университечӗн (УУНиТ) базинче ҫар вӗренӳ центрӗ уҫӗҫ. Ҫак распоряженине ҫӗршыв правительствин премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ. Документ "Башинформ" агентство аллинче.
Унта аслӑ шкулта ҫар хатӗрленÿ вӗренӳ центрӗ тума федераци бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ парасси ҫинчен ҫырнӑ. Тӗрӗссипе, центр авиаци университетӗнче ӗҫленӗ ҫар кафедрине улӑштарӗ, анчах халӗ унта ҫар хатӗрлевне студентсем пурте вӗренме пултараҫҫӗ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-02-03/mihail-mishustin-rasporyadilsya-sozdat-na-baze-ufimskogo-universiteta-nauki-i-tehnologiy-voennyy-tsentr-3129380
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.