Республикӑри Патшалăх Пухăвĕнче халӑха урӑх вырӑна куҫарма пулӑшакан саккун проектне тишкереҫҫӗ. Парламентра унччен ӗҫсӗр тесе йышӑннӑ граждансем кӑна ҫакӑн пек пулӑшу ӗҫӗпе усӑ курма пултарнине аса илтернĕ. Халӗ ӗҫ шыракансен центрӗсенче регистрациленӗ тата ӗҫлеме урӑх вырӑна – вӑхӑтлӑха е яланлӑха пурӑнма куҫма хатӗр граждансене те ҫавӑн пекех май пама палӑртнӑ.
Граждансен асӑннӑ категорийӗ ӗҫ вырӑнне кайма тата каялла тӳлевсӗр килме пултарать, çул çинче вӗсене талӑклӑх тӳлесе татӗҫ. Ҫавӑн пекех пурӑнмалли пӳлӗме, ҫак тӑкаксене ӗҫ параканӗ хӑй ҫине илнӗ тӗслӗхсемсӗр пуҫне, финансласа парӗҫ. Урӑх вырӑна куҫнӑ чухне ҫӗнӗ вырӑна багаж турттарнӑшӑн тӳлеҫҫӗ, çул çинчи вӑхӑтӗнче талӑклӑх тата пӗр хутчен паракан пособие тӳлеҫҫӗ, ҫав пособин виҫине куҫару территорийӗнчен кура палӑртаҫҫӗ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-02-06/v-bashkirii-pomogut-s-pereezdom-i-pereseleniem-zhitelyam-nahodyaschimsya-v-poiskah-novoy-raboty-3131686
Сӑнӳкерчӗк: Валерий Шахов.