

Пушкӑртстанра "Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисене мухтав" ятлӑ митинг-концерт иртрӗ.
Концерт Вырӑс драма театрӗ патӗнче Уфара иртрӗ.
Вырӑс драмтеатр умӗнчи площадкӑна темиҫе пин ҫын пухӑннӑ. Пушкӑрт батальонӗсен, обществӑлла организацисен, вӗренӳ заведенийӗсен ячӗллӗ ялавӗсем вӗлкӗшеҫҫӗ, патриотла юрӑсем, саламланӑ сӑмахсем янӑраҫҫӗ.
Куракансем пирӗн ҫӗршыври мӗнпур арҫынсене, яш-кӗрӗмсене уяв ячӗпе саламлама тата Донецк тата Луганск халӑх республикисен, Запорожье тата Херсон облаҫӗсен территорийӗсенче хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлакан боецсене пулӑшма пуҫтарӑнчӗҫ.
"Башинформ"ИА сӑнӳкерчӗкӗ.