Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Мартӑн 2023, 12:49

Пушкӑртстан Республикинче пӗрремӗш хут "Пушкӑртстан доброволецĕ" республика Пуҫлӑхӗн хисеплӗ паллине панă

Ку наградӑна 2020 ҫулта йӗркеленӗ.

Пушкӑртстан Республикинче пӗрремӗш хут "Пушкӑртстан доброволецĕ" республика Пуҫлӑхӗн хисеплӗ паллине панă
Пушкӑртстан Республикинче пӗрремӗш хут "Пушкӑртстан доброволецĕ" республика Пуҫлӑхӗн хисеплӗ паллине панă

Пушкӑртстан Республикинче пӗрремӗш хут "Пушкӑртстан доброволецĕ" республика Пуҫлӑхӗн хисеплӗ паллине панă.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Радий Хабиров республика доброволецӗсен пӗрремӗш форумӗнче "Доброволец (волонтер) Республики Башкортостан" Пуҫлӑхăн хисеп палли тыттарнӑ. Ку наградӑна 2020 ҫулта йӗркеленӗ.
Хисеплӗ паллӑна «Молоды душой» "кӗмӗл" волонтерство центрӗн ертӳҫи Екатерина Савельева, Кумертау хулинчи "Белая река" добровольчествӑпа наставничество центрӗн ертӳҫи Марина Сафонова, ПР УФПС Ветеранӗсен Канашӗн "кӗмӗл" волонтерĕ Андрей Ширяев тата "Наша забота" социаллӑ проекта хутшӑннӑ волонтер Айгуль Юсупова тивӗҫнĕ.
Республика Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех Чишма районӗнчи "Патриот" парк базинче доброволецсемпе ҫуллахи тапхӑрта тӗлпулу ирттерме сӗннӗ.
"2020, 2021, 2022, 2023 ҫулсем — Пушкӑртстанри геройсен вӑхӑчӗ, ку сирӗн вӑхӑт тесе шутлатӑп. Тата тепӗр хут пысӑк тав сире!"- тенӗ Радий Хабиров.
https://www.bashinform.ru/news/politics/2023-03-10/v-bashkirii-vpervye-vruchili-pochetnyy-znak-glava-respubliki-dobrovolets-bashkortostana-3172953


Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

Пушкӑртстан Республикинче пӗрремӗш хут "Пушкӑртстан доброволецĕ" республика Пуҫлӑхӗн хисеплӗ паллине панă
Пушкӑртстан Республикинче пӗрремӗш хут "Пушкӑртстан доброволецĕ" республика Пуҫлӑхӗн хисеплӗ паллине панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: