Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
15 Мартӑн 2023, 09:58

Пушкӑрт боецӗсем ҫинчен сюжет "Вести неделинче" кӑтартӗҫ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушкӑрт боецӗсем ҫинчен сюжет "Вести неделинче" кӑтартӗҫ
Пушкӑрт боецӗсем ҫинчен сюжет "Вести неделинче" кӑтартӗҫ

Ҫар журналисчӗ, ВГТРК спецкорӗ Александр Сладков ӗҫтешӗсемпе пӗрле "Вести недели" валли ятарлӑ репортаж ӳкерет, вӑл пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вырсарникун 20:00 сехетре тухать. Пушкӑртстанри боецсем сюжет геройӗсем пулӗҫ.

"Кун цифри: Запорожьен пӗр пайне хӳтӗлекен Пушкӑрт полкӗн окопӗсен линийӗ - 37 ҫухрӑм", - тесе ҫырнӑ хӑйӗн телеграм-каналĕнче военкор.

Сладков Ильмир ятлӑ Пушкӑртстанри боецпа калаҫнӑ видеона пичетлесе кӑларнӑ. Пирӗн ентеш хӑй Туймаза районӗнче ҫуралса ӳсни ҫинчен тата службӑна повесткӑпа кайнине каласа панă.

"Пушкӑртсемпе нихҫан та ҫывӑх пулман. Питӗ лайӑх ачасем, лӑпкӑ", - палӑртнă военкор.

Видео çинчен Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров каласа панӑ тата документланӑ.:

"Ӗҫлӗр, тӑвансем! Эпир сирӗнпе мухтанатпӑр!", - тесе ҫырнӑ вӑл.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-14/syuzhet-pro-bashkirskih-boytsov-pokazhut-vesti-nedeli-3177288

 

Пушкӑрт боецӗсем ҫинчен сюжет "Вести неделинче" кӑтартӗҫ
Пушкӑрт боецӗсем ҫинчен сюжет "Вести неделинче" кӑтартӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: