Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
21 Мартӑн 2023, 11:42

Пушкӑртстанра "Должник" акци пуçланнӑ

Айӑплине 15 талӑка административлӑ арестлеме пултараççĕ.

Пушкӑртстанра "Должник" акци пуçланнӑ
Пушкӑртстанра "Должник" акци пуçланнӑ

Пушкӑртстан патшалăх тӗп автоинспекторӗ Владимир Севастьянов республикӑра "Должник" мероприятие йӗркелени ҫинчен, ун шайӗнче ГИБДД сотрудникӗсем ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене чарни тата вӗсене даннӑйсен никӗсӗ тӑрӑх тӗрӗслени ҫинчен каласа панă. Маларах хунӑ штраф тӳлеменнине тупса палӑртсан административлӑ материал йĕркелеççĕ.

Айӑплине 15 талӑка административлӑ арестлеме пултараççĕ.

Владимир Севастьянов каланӑ тӑрӑх, РФ КоАП 20.25 статья тӑрӑх патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен административлӑ штраф тӳлеменшӗн 1800 ытла административлӑ яваплӑха кӗртнӗ.

Ведомство ертӳҫи кашни автоблюбителе хӑйӗн водитель историне тӗплӗн тӗрӗслеме, вӑл кӑлтӑклă пулсан – тивӗҫлӗ взысканисене тӳлеме канаш панӑ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-20/v-bashkirii-startovala-aktsiya-dolzhnik-3184603

 

Пушкӑртстанра "Должник" акци пуçланнӑ
Пушкӑртстанра "Должник" акци пуçланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: