Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Мартӑн 2023, 13:27

Район пуçлăхĕн çумĕ СВО зонине кайса килни çинчен каласа панă

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Район пуçлăхĕн çумĕ СВО зонине кайса килни çинчен каласа панă
Район пуçлăхĕн çумĕ СВО зонине кайса килни çинчен каласа панă

Пишпÿлек район администрацин пуҫлӑхăн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем тĕлĕшпе ĕçлекен ҫумӗ Алексей Данилов СВО зонине командировкӑна кайса килнĕ. Акӑ мӗн каласа парать вӑл ҫав ҫулҫӳрев ҫинчен.

- Эпир колоннӑпа кайрӑмӑр, ҫавӑнпа та "унта" каймалли ҫул кӑштах тӑсăлчĕ, анчах Марат Яхин, Айрат Гусамов тата пӗр çар ҫыннин ашшӗн компанийӗнче вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртрӗ. Ринат Ихсанов парнеленӗ УАЗа тиенĕ пулӑшу чиперех ҫитрӗ. Эпир мобилизациленӗ арçынсем патӗнче ҫӗр каҫрӑмӑр. Хӑрушсӑрлӑх тӗллевӗпе, ентешсене пӗр вырӑнта пуҫтарма шутламарӑм, офицерсемпе пӗрле вӗсен дислокацийӗн вырӑнӗсене хам кайса килтӗм. Салтаксем пурнӑҫлакан ӗҫ ҫине пысӑк тимлӗх хураççĕ.  Снабжени ҫинчен ыйтсан, пурте йӑл кулса: эпир вырăнти çынсене апат-ҫимӗҫпе пулӑшатпӑр, теҫҫӗ.  Боецсем пирӗн хӑрушсӑрлӑха çирĕп хӳтӗлеҫҫӗ.

Ҫул ҫинче те эпир хуласем пенĕ хыççăн мӗнле пулнине хамӑр куҫпа куртӑмӑр. Халӗ вӗсенче ишĕлчĕксене юсас ӗҫ вӗресе тӑрать. Шел пулин те, ҫухалнӑ пурнӑҫсен шутсӑр пысӑк йышне ниепле те юсаса ҫитереймӗн, каялла тавăраймăн. Пуҫланӑ операцин тӗллевӗсене хӑвӑртрах пурнӑҫлама сунатӑп. Арçынсем, паллах, ҫӗнтерӳпе киле ырӑ-сывă таврӑнччăр.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Алексей Даниловăн социаллă сетьри страницинчен.

 

 

 

 

 

Район пуçлăхĕн çумĕ СВО зонине кайса килни çинчен каласа панă
Район пуçлăхĕн çумĕ СВО зонине кайса килни çинчен каласа панă
Район пуçлăхĕн çумĕ СВО зонине кайса килни çинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: