Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
24 Мартӑн 2023, 22:00

Алик Камалетдинов района ĕçпе килнĕ

Ятарлă çар операцине хутшӑнакан ачасене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси – пирӗн тӗп задачӑсенчен пӗри.

Алик Камалетдинов района ĕçпе килнĕ
Алик Камалетдинов района ĕçпе килнĕ

Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пишпÿлек районне ĕçпе Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн ПР ҫар служащисемпе хутшӑнса ĕçлекен канашҫи Алик Камалетдинов килнĕ. Кун ҫинчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов социаллă сетьсенче каласа панӑ:
- Ятарлă çар операцине хутшӑнакан ачасене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси – пирӗн тӗп задачӑсенчен пӗри. Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн ПР ҫар служащисемпе хутшӑнса ĕçлекен канашҫи Алик Камалетдиновпа ачасен ашшӗ-амӑшӗсемпе тӗлпулу ирттертĕмĕр. Сӑмах каларăмăр, итлерĕмĕр, вырӑнтах пулӑшма тӑрӑшрăмăр. Пур ыйтусене те, Алик Финзирович ӗнентернӗ тӑрӑх, районтисене те, республика шайӗнчи пекех, йӗркеллӗ татса парӑпӑр. Пирӗншӗн ку принциплӑ самант.
Унсӑр пуҫне, Алик Камалетдиновпа пӗрле халӗ кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнĕ ятарлă çар операцине хутшӑнакансемпе тӗл пултăмăр. Ҫавӑн пекех пирӗн геройсем Марат Валишинпа Ильнур Хисамутдинов вӗреннӗ Кăрканти вăтам шкула та ҫитсе куртӑмӑр. Вӗсен тӑванӗсемпе тӗл пултăмăр, асăну плити ҫине чечексем хутăмăр. Вӗсене ӗмӗрлӗхех асра хăвармалли плансене сӳтсе яврӑмӑр.
Волонтерсемпе тĕлпулура, вĕсем хăйсен ӗҫӗ ҫинчен, гумконвой йӗркелесси, ачасене передовойра кирлӗ хӳтлӗх хатӗрӗсем хатӗрлесси ҫинчен каласа пачӗҫ.
Районта пурӑнакансем спецопераци пулӑшӑвне мӗнле хутшӑннипе паллашнӑ хыҫҫӑн Алик Финзирович пур енчен те пулӑшу пама пулчӗ. Ҫӗкленӗ пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлмасть. Чи кирли вӑл - пӗрлешсе те килӗштерсе ӗҫлени, вара эпир ҫӗнтеретпӗр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

Алик Камалетдинов района ĕçпе килнĕ
Алик Камалетдинов района ĕçпе килнĕ
Алик Камалетдинов района ĕçпе килнĕ
Алик Камалетдинов района ĕçпе килнĕ
Алик Камалетдинов района ĕçпе килнĕ
Алик Камалетдинов района ĕçпе килнĕ
Алик Камалетдинов района ĕçпе килнĕ
Алик Камалетдинов района ĕçпе килнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: