Канмалли кун Ураза-байрам уявӗпе ҫыхӑннӑ.
Апрель уйӑхӗнче Пушкӑрт ҫыннисем пӗр кун ытларах канӗҫ. Хушма кану 2023 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне пулать. Эрнекун мăсăльмансен пост вӗҫленнипе ĕçлемелле мар кун пулать. Ку регион ҫыннисем апрелӗн 21, 22 тата 23-мӗшӗсенче умлӑ-хыҫлӑн виҫӗ кун каннине пӗлтерет.
Курбан-байрам е чӳк парни уявӗ кӑҫал июнӗн 28-мӗшне килет, вӑл та Пушкӑртра канмалли кун пулать.
Апрель вӗҫӗнче пире тата вӑрӑм канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ. Ҫуркуннепе Ĕҫ кунне уявланӑ май республикӑра канмалли кунсем апрелӗн 29, 30-мӗшĕсем, майӑн 1-мӗшӗ пулаҫҫӗ. Майӑн 6-мӗшӗнчен пуҫласа 9-мӗшӗччен Раҫҫейре Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ҫак кунсене те канмалли кунсем тесе пӗлтернӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-23/v-aprele-zhiteli-bashkirii-otdohnut-na-odin-den-bolshe-3188251