Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
25 Мартӑн 2023, 06:37

Владимир Путин "Паттӑрлӑхшӑн" медаль çирĕплетнĕ

#владимирпутин

Владимир Путин "Паттӑрлӑхшӑн" медаль çирĕплетнĕВладимир Путин "Паттӑрлӑхшӑн" медаль çирĕплетнĕ
Владимир Путин "Паттӑрлӑхшӑн" медаль çирĕплетнĕ

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин "Паттӑрлӑхшӑн" медаль çирĕплетме йышӑннӑ. Патшалӑх Пуҫлӑхӗн тивӗҫлӗ указне пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче официаллӑ порталта пичетлесе кӑларнӑ.
"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене Тӑван çӗршыва тата Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх интересӗсене хӳтӗлес енӗпе çар тата ытти операцисене пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ паттӑрлӑхшӑн, ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчери тӑнӑҫлӑхпа хӑрушсӑрлӑха пулӑшас е ҫӗнетес енӗпе тунӑ паттӑрлӑхшӑн наградӑлаҫҫӗ", - тенӗ медаль пирки положенире.
Медальпе ют ҫӗршыв гражданӗсене тата гражданствăсӑр ҫынсене те наградӑлама пултараҫҫӗ. Вӑл икӗ степеньлӗ, вӗсенчен чи асли I степень шутланать. Унпа пуç хунисене те наградӑлама пултараҫҫӗ.
https://www.bashinform.ru/news/politics/2023-03-23/vladimir-putin-uchredil-medal-za-hrabrost-3189143


Сăнÿкерчĕкĕ: кремлин.ру.

 

Владимир Путин "Паттӑрлӑхшӑн" медаль çирĕплетнĕ
Владимир Путин "Паттӑрлӑхшӑн" медаль çирĕплетнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас