Уфа районӗнчи Патшалӑх автонспекцийӗн сотрудникӗсем "Должник" профилактика мероприятийӗнче черетлӗ штрафсен парăмçине тытса чарнӑ, Пушкӑрт ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп инспекторӗ Владимир Севастьянов социаллӑ сетьсенче каласа панӑ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ДПС инспекторӗсем Уфари Сочинская урамĕнче "БМВ 528" автомобиле чарнӑ, руль умӗнче Уфа районӗнчи 29 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Тӗрӗсленӗ чухне палӑртнӑ тӑрӑх, автомобиль хуҫи пӗтӗмӗшле 1 миллион тенкӗ ытла парӑм пухнӑ, вӗсенчен 55 пин тенкӗ - ПДД пӑснӑшӑн.
Автомобиль штрафстоянкăна кайнӑ, материалсене суд приставӗсен службине панӑ.