+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Районти информаци ушкăнĕсен ӗҫӗ малалла пырать. Каминкепе Сухоречка ял совечӗсенче пурӑнакансемпе тӗлпулусем пулса иртнĕ ĕнтĕ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов информаци ушкӑнне ертсе пынă. Ӗҫтешӗсемпе пӗрле вӑл ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансене районта иртекен ӗҫсем ҫинчен каласа панă, ҫавӑн пекех ял ҫыннисене хумхантаракан ыйтусене хуравланă. Кашни чӗнӗве ӗҫе илнӗ. Артур Зарипов панӑ пур ыйтусем тӑрӑх та пулӑшу пама шантарнă. Тӗлпулусем малалла тӑсӑлаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.