Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Апрелӗн 2023, 15:23

Нефть колледжӗн представителӗсемпе тӗлпулу

Колледж представителӗсене интереслӗ тӗлпулушӑн тав тӑватпӑр!

Нефть колледжӗн представителӗсемпе тӗлпулу
Нефть колледжӗн представителӗсемпе тӗлпулу

Апрелӗн 5-мӗшӗнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 8-10 класра вӗренекенсем Октябрьскинчи С.И. Кувыкин ячĕллĕ нефть колледжӗн представителӗсемпе тӗл пулнӑ.

Октябрьскинчи нефть колледжӗн пурлӑхпа техника никӗсӗ пысăк— виҫӗ вӗренӳ-лаборатори корпусӗ, хальхи оборудованипе тата аппаратурӑпа пуянлатнӑ 150 ытла лабораторипе кабинет, мастерскойсем, виҫӗ общежити, икӗ столовӑй, гараж т.ыт. те. Мĕнпур вӗренӳ формисемпе вӗренсе тухакансен пӗтӗмӗшле шучӗ ҫулсерен 500 ытла ҫынпа танлашать. Вӗренекенсене вӗренӳ, ҫул-йӗр, общежитири пурнӑҫ, спорт тата творчествӑлла ӗҫ-хӗлӗн специфики ҫинчен каласа панă. Тӗлпулу вӗҫӗнче ачасем ыйтусем пама пултарнӑ, ҫавӑн пекех вӗсене хушма информаци буклечӗсем панӑ.

Колледж представителӗсене интереслӗ тӗлпулушӑн тав тӑватпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Нефть колледжӗн представителӗсемпе тӗлпулу
Нефть колледжӗн представителӗсемпе тӗлпулу
Нефть колледжӗн представителӗсемпе тӗлпулу
Нефть колледжӗн представителӗсемпе тӗлпулу
Нефть колледжӗн представителӗсемпе тӗлпулу
Нефть колледжӗн представителӗсемпе тӗлпулу
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: