Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
12 Апрелӗн 2023, 15:57

Пушкӑрт студенчӗсене Китая стажировкӑна чӗнеҫҫӗ

Пушкӑртра Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2023" инвестици сабантуйӗн V юбилей комитечӗн программа ларӑвӗ пулса иртнӗ.

Пушкӑрт студенчӗсене Китая стажировкӑна чӗнеҫҫӗ
Пушкӑрт студенчӗсене Китая стажировкӑна чӗнеҫҫӗ

Пушкӑртра Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2023" инвестици сабантуйӗн V юбилей комитечӗн программа ларӑвӗ пулса иртнӗ. Пушкӑрт правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Китай Халӑх Республики пулас инвестфорумра партнер-ҫӗршыв вырӑнĕнче хутшӑнать. Сӑмахран, инвестици сабантуйне Китайри Хунань провинцийӗн делегацийӗ пысӑк йышпа килме палӑртать.
Комитет ларӑвне хутшӑннӑ КНР представителӗсем каланӑ тӑрӑх, пушкӑртсемпе нумай енлӗ ҫыхӑну йӗркелессипе кӑсӑкланнӑ. Калаçу, сӑмахран, наука енӗпе пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ĕçлени ҫинчен, ҫавӑн пекех инвестици проекчӗсем ҫинчен пырать. Паян республикӑри аслӑ шкулсенче КНРтан 99 студент вӗренет. Китай пирĕн университетсенчи студентсем валли Китайра стажировка йĕркелессипе интересленет. Ҫапла, Китай партнерӗсем нефть университечӗн 50 студентне Хуань провинцине китай чӗлхине вӗренме чӗнме хатӗр.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-04-12/studentov-iz-bashkirii-priglasyat-na-stazhirovku-v-kitay-3216952
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительстви.

Пушкӑрт студенчӗсене Китая стажировкӑна чӗнеҫҫӗ
Пушкӑрт студенчӗсене Китая стажировкӑна чӗнеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: