Пушкӑрт чӗлхипе пӗтӗм тӗнчери диктант апрелӗн 20-мӗшӗнче иртет. Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ҫулленхи акци регион чикки урлӑ та, Раҫҫей чикки урлӑ та тахҫанах каҫса кайнине палӑртнӑ. Интереслӗ, пушкăртла диктант ют ҫӗршывра та ҫыраҫҫӗ.
Радий Хабиров Пушкӑрт Республикинче пушкӑрт чӗлхине, уйрӑмах ачасемпе ҫамрӑксем хушшинче, вӗренес кӑсӑклӑха ӳстерес тесе нумай ӗҫ тунине палӑртнă. Ку вӑл коммерциллӗ мар организацисене паракан ҫӗнӗ, хальхи вӑхӑтри вӗрентӳ методикине, шкулсенчи ҫамрӑк учительсене, ҫутӑ проектсемпе грантсене пырса тивет.
Регион ертӳҫи диктанта онлайн, килте, организациленӗ площадкӑсенчен пӗринче ҫырма май пуррине аса илтернӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-04-19/radiy-habirov-priglasil-vseh-na-diktant-po-bashkirskomu-yazyku-3226590