+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял юбилейне хатӗрленес шайра ситекпуçсем питӗ пысӑк субботник ирттернĕ. Йӗрке тума 60 ытла ҫын тухнă. Киров ячĕллĕ СХПК ҫӳп-ҫаппа туратсем турттарма техника уйăрса панӑ. Пӗтӗмӗшпе илсен, виҫӗ КАМАЗ ҫӳп-ҫап тата виҫӗ КАМАЗ турат илсе тухнă. Ялта йӗрке тӑвас ӗҫе хутшӑннӑшӑн пурне те пысӑк тав. Малта планланӑ ӗҫсем сахал мар-ха тата.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял совет администрацин социаллă сетьри страницинчен.