Пушкӑртра вӑрмана туристсемпе сунарҫăсене тата транспорт хатӗрӗсене ҫӳреме чарнӑ. Тивӗҫлӗ приказа республикӑри Вӑрман хуҫалӑхӗн министерстви кӑларнӑ. Документра каланӑ: çакă регионта пушар хӑрушлӑхӗн IV класне кӗртнипе ҫыхӑннӑ. Ҫав хушӑрах вӑрмансене арендӑпа суту-илӳ договорӗпе килӗшӳллӗн ĕçлекенсене, вăрмана сыхлас, хӳтӗлес, ҫӗнетес ӗҫе пурнӑҫлакан юридика сӑпатсемпе граждансене чару пырса тивмест.
Чару апрелӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 15-мӗшӗччен ӗҫлет. Ҫак вӑхӑтра вӑрмансенче кашни кун патрульпе маневр групписен сотрудникӗсем хуралта тӑрӗҫ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑснӑшӑн, ҫав шутра граждансем вӑрмансенче пулнӑ тата унта транспорт хатӗрӗсемпе пырса кӗнӗ тапхӑрта, административлӑ яваплӑх тыттарассине пӑхса хӑварнӑ. Граждансемшӗн 40 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран административлӑ штраф пӑхса хӑварнӑ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑснипе вӑрман пушарӗ тухнӑ пулсан, 50 пинрен пуҫласа 60 пин тенкӗ таран административлӑ штраф, РФ УК 1 е 2 пайĕ ст. 261 уголовлӑ яваплӑха та пӑхса хӑварнӑ.
Юридика сăпачĕсене 600 пинрен пуҫласа миллион тенкӗ таран административлӑ штраф хума пултараççĕ, вӑрман пушарӗ тухсан вара - миллионран пуҫласа икӗ миллион тенкӗ таран.
Республика вӑрман ведомствинче палӑртнӑ тӑрӑх, лару-тӑру япӑхлансан, граждансем вӑрманта пулни тата унта транспортпа пырса кӗме чармалли режим малалла тӑсӑлма пултарать.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-04-26/v-bashkirii-ogranichili-poseschenie-lesov-v-svyazi-s-4-klassom-pozharnoy-opasnosti-3235968