

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Донецк тата Луганск халӑх республикисенчен Пушкӑрт Республикине килнӗ ачасемпе вӗсене пăхакансен канӑвне тата сыватассине йӗркелесси ҫинчен" указа алӑ пуснӑ. Тивӗҫлӗ документа ПР право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Регион ертӳҫин указӗпе асӑннӑ категорири ачасен канӑвне йӗркелес енӗпе республика комитетне йӗркеленӗ тата унӑн йышне ҫирӗплетнӗ.
Ҫавӑн пекех ачасене канмалли тата сыватмалли мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ. Муниципалитет пуҫлӑхӗсене, психологи пулӑшӑвне шута илсе, ачасене тата вӗсемпе пӗрле пыракансене хушма пулӑшу парас енӗпе мерӑсем йышӑнма сӗннӗ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-04-26/radiy-habirov-podpisal-ukaz-ob-organizatsii-letnego-otdyha-detey-iz-lnr-i-dnr-v-bashkirii-3235564