Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
6 Майӑн 2023, 06:43

Асăну тата хисеп кунĕ

Майӑн 6-мӗшӗнче, Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн Радий Хабировăн Указӗпе килӗшӳллӗн, республикӑра Асӑну тата хисеп кунӗ иртет.

Асăну тата хисеп кунĕАсăну тата хисеп кунĕ
Асăну тата хисеп кунĕ

Майӑн 6-мӗшӗнче, Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, Радий Хабиров республикӑра Асӑну тата хисеп кунӗ иртет. Вилтӑприсемпе палӑксене тирпейлес тата тасатас енӗпе мероприятисем иртеҫҫӗ. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен, çар  ӗҫĕсене хутшӑнакансен вилтӑприсене хӑтлӑх кӗртессине уйрӑмах тимлӗх уйӑраççĕ.

Сăмахран, Йăлпăлак масарĕ çинче паян ир çинчен халăх йышлăччĕ, 50 çынран та ытлаччĕ пулĕ. Чи малтан ял-йыш масар çурчĕ патĕнче пухăннă çÿп-çапа тиесе тухрĕ. Пĕтĕмпе темиçе трактор урапи çÿп-çап тăкрĕç. Территоринче ÿсекен нăкăта триммерпа çулчĕç, тип курăка кĕреплерĕç. Территори чăннипе та тасалчĕ. Халăхпа пĕрле çапала пухăнса ĕçлени çынсене пĕтĕçтерет. Ваттисене, леш тĕнчене кайнă çынсене хисеп туни сăваплă ĕç шутланать.

Марина ИВАНОВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Марина ИВАНОВА.

Асăну тата хисеп кунĕ
Асăну тата хисеп кунĕ
Асăну тата хисеп кунĕ
Асăну тата хисеп кунĕ
Асăну тата хисеп кунĕ
Асăну тата хисеп кунĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас