Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Майӑн 2023, 10:23

Дмитрий Чернышенко: СВОна хутшăнакансене вунă килограмм таякан посылкӑсене тӳлевсӗр илсе çитереççĕ

 Посылкӑсене Раҫҫей Почтин пур уйрӑмӗсенчен те яма пулать.

Дмитрий Чернышенко: СВОна хутшăнакансене вунă килограмм таякан посылкӑсене тӳлевсӗр илсе çитереççĕ
Дмитрий Чернышенко: СВОна хутшăнакансене вунă килограмм таякан посылкӑсене тӳлевсӗр илсе çитереççĕ

Майӑн 10-мӗшӗччен СВОна хутшăнакансене вунă килограмм таякан посылкӑсене тӳлевсӗр çитереççĕ. Кун ҫинчен Раҫҫей Правительствин председателĕн заместителĕ Дмитрий Чернышенко Херсон тата Запорожье облаҫне ĕçпе кайса килнӗ вӑхӑтра пӗлтернӗ.

 Посылкӑсене Раҫҫей Почтин пур уйрӑмӗсенчен те яма пулать. Ҫитменнине тата вунă килограмм таран посылкӑсен шутне, пӗр ҫын яма пултараканскере, чикĕлемен.

Вице-премьер Дмитрий Чернышенко ҫак майпа пурне те усӑ курса посылка яма чӗннӗ. Ку вӑл пирӗн боецсене пулӑшмалли майсенчен пӗри, вӗсем тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне туйса илччӗр.

Пушкӑртстанран мобилизациленисемпе доброволецсем валли посылкӑсем пӗр логистика центрӗнче йышӑнаҫҫӗ. Вӑл  «БашСельХозТехника" склад базинче çак адреспа Уфа районӗ, Зубово ялĕ, Аграрная урамӗ, 8, 1-мӗш ҫурт ӗҫлет.

Пӗрлехи логистика центрӗн хĕрÿ линин телефонӗ (347) 280-89-92.

https://svetput.ru/news/common_material/2023-05-09/dmitriy-chernyshenko-uchastnikam-svo-posylki-vesom-do-10-kg-dostavyat-besplatno-3251144

Дмитрий Чернышенко: СВОна хутшăнакансене вунă килограмм таякан посылкӑсене тӳлевсӗр илсе çитереççĕ
Дмитрий Чернышенко: СВОна хутшăнакансене вунă килограмм таякан посылкӑсене тӳлевсӗр илсе çитереççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: