Каялла шутлав пуçланчĕ! Ҫамрӑксен кунӗччен 41 кун юлчӗ. Кӑҫал уяв июнӗн 24-мӗшӗнче иртет - Владимир Путин хушнипе Çамрӑксен кунне июнӗн юлашки шӑматкунне куҫарнӑ.
Пушкӑртстанра уяв мероприятийӗсене пур муниципалитетсенче те – концертсем, квестсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттерме палӑртнӑ.
Июнӗн 23-мӗшпе 24-мӗшӗсенче Раҫҫейпе Беларуҫ ҫамрӑкӗсен Форумӗ иртет. Унта хутшӑнакансем предпринимательлӗх сферисенче, ҫамрӑксен пӗрлӗхӗсене аталантарассинче тата пӗрлехи патриотла проектсенче пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаҫҫӗ. Республикӑн тӗп хулинче уяв мероприятийӗсен тӗп площадки Шуратӑл ҫыранӗ пулса тӑрӗ.
Кӑҫал ҫамрӑксен кунӗ https://youthday.ru/ Раҫҫейре ҫӗр ҫинче те, ҫӗр айӗнче те, шыв ҫинче те, сывлӑшра та пӗр вӑхӑтрах паллӑ тӑвӗҫ.
https://svetput.ru/news/common_material/2023-05-15/do-dnya-molodezhi-ostalsya-41-den-3258979