Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
18 Майӑн 2023, 10:29

Пушкӑрт телекуравҫисене Беларуç кино эрни кӗтет

Культура акцине Раҫҫей тата Беларуҫ Республикинчи регионсен пулас Форумне халалланӑ.

Пушкӑрт телекуравҫисене Беларуç кино эрни кӗтетПушкӑрт телекуравҫисене Беларуç кино эрни кӗтет
Пушкӑрт телекуравҫисене Беларуç кино эрни кӗтет

Майӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен БСТ телеканалта Беларуç кино кунӗсем иртеҫҫӗ. Культура акцине Раҫҫей тата Беларуҫ Республикинчи регионсен пулас Форумне халалланӑ.
Тӗрлӗ жанрсемпе çул-йĕрсен, тӗрлӗ ҫулсен лентисем куллен ҫурҫӗрте курӑнӗҫ.
Майӑн 22-мӗшӗнче - чӑн событисем ҫинче никӗсленнӗ ҫар драми, «Днепровский рубеж». Денис Скворцов режиссерӑн фильмӗ Могилев оборонин историйӗ ҫинчен каласа парать.
Майӑн 23-мӗшӗнче - "Кадет" пăтрашуллă преступление тӗпчесси ҫинчен калакан детектив. Фильмри ӗҫсем иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн пулса иртеҫҫӗ. Драмӑра беларуç театр ҫамрӑкӗсем ӳкнӗ. Виталий Дудин - режиссер.
Майӑн 24-мӗшӗнче - «Чудо-остров, или Полесские Робинзоны» çухалнă утрав шыраса шкулти туссен приключенийӗсем ҫинчен калакан истори. Режиссерĕ - Сергей Сычев.
Майӑн 25-мӗшӗнче Беларуç кино эрни Е. Оноприенко фронтовик-связист сценарийӗпе ӳкернӗ фильмпа тӑсӑлать. Фильма Беларуç телекуравӗнче Çӗнтерӳ кунӗнче ҫулсерен кӑтартаҫҫӗ.
Майӑн 26 тата 27-мӗшӗсенче БСТ канала пăхакансене«Правила геймера» тата «Вот это любовь!» фильмсем кĕтеççĕ.
Беларуç кино эрни майӑн 28-мӗшӗнче нумай кинопремиллӗ "Волки" фильмпа вӗҫленет.
Ҫапла вара, пирӗн халӑхсем пӗр-пӗрин культура еткерӗпе паллашни - килӗшӳллӗ те тухӑҫлӑ ӗҫленин уҫҫи.
https://www.bashinform.ru/news/culture/2023-05-18/telezriteley-bashkirii-zhdet-nedelya-belorusskogo-kino-3262791

 

Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.

 

 

Пушкӑрт телекуравҫисене Беларуç кино эрни кӗтет
Пушкӑрт телекуравҫисене Беларуç кино эрни кӗтет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас