Пушкӑрт Республикинче 2023-2024 ҫулта уйрӑмах пултаруллӑ вӗренекенсем валли республика Пуҫлӑхӗн стипендине илме конкурс йӗркеленӗ. Ҫакăн çинчен "Башинформа" регионти Вĕренÿпе наука министерствинче каласа панӑ.
Унта пӗтӗм тӗнчери, пӗтӗм Раҫҫейри, регионсем хушшинчи тата республика олимпиадисен, пултарулӑх конкурсӗсен, фестивальсен, турнирсен, спорт ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ, вӗсем искусство сферисенче программӑсене, ҫавӑн пекех физкультурӑпа спорт организацийӗсенче вӗренеҫҫĕ пулсан та.
Документсене майӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 23-мӗшӗччен кашни кун 15.00 сехетрен пуҫласа 17.30 сехетчен йышӑнӗҫ. Малтан +7 (34-72) 18-03-26 телефонпа ҫырӑнма сӗнеҫҫӗ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-05-19/v-bashkirii-startuet-konkurs-stipendiy-glavy-respubliki-dlya-osobo-odarennyh-uchaschihsya-3264599