

#владимирпутин
Раҫҫей наци валютисемпе усӑ курма куҫас енӗпе малалла ӗҫлет. Кун пирки майӑн 24-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин Евразири экономика форумӗн иккӗмӗш ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, тӗнчери финанс сферинче хальхи вӑхӑтра тĕплĕ улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ тата Раҫҫей вӗсене адаптацилеме кӑна мар, ҫак процесра малта пыраканӗсенчен пӗри пулма та май килет.
"Эпир пӗр-пӗрин расчечӗсенче пирĕнпе туслă мар ҫӗршывсен пайне чакарма курс илсе пыратпӑр тата пӗтӗм тӗнчери тата ЕврАзЭС партнерсемпе, ҫав шутра наци валютине туллин куҫма тата хастартарах ӗҫлеме шутлатпӑр", - тенӗ Раҫҫей лидерӗ.
https://iz.ru/1517815/2023-05-24/putin-zaiavil-o-prodolzhenii-raboty-po-perekhodu-na-natcionalnye-valiuty
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Дмитрий Коротаев.