Пишпӳлек районӗнчи хисеплӗ предпринимательсем!
Сире Раҫҫей предпринимательство кунӗ ячӗпе саламлатпӑр!
Пишпÿлек районне аталантарас ӗҫе эсир пысӑк тӳпе хывнине эпир чӗререн хаклатпӑр. Пуҫарулӑх кӑтартса, хӑвӑр идейӑсемпе шухӑшсене пурнӑҫа кӗртсе, палӑртнӑ тӗллевсем патне утса, эсир экономикӑна ҫирӗплететӗр, социаллӑ сферӑна улӑштаратӑр, районта пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшатӑр.
Сирӗн ҫитӗнӳсем ҫине пӑхса, хӑйсен ӗҫне тытӑнас текенсем ҫулсеренех йышлӑланса пыраҫҫӗ. Ҫавна пула ял хуҫалӑхӗпе производствинче интереслӗ проектсем тухаҫҫӗ, суту-илӳ тата пулӑшу ӗҫӗсен сферинче хальхи стандартсем ӗҫе кӗреҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫитĕнÿсем патне ҫитме тӑрӑшса, эсир хӑвӑр ӗҫӗн географине анлӑлататӑр, тӑван район чиккисенчен тухатӑр. Ҫакă пурте малашнехи ҫитӗнӳсен никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Ҫав хушӑрах, активлӑ граждансем пулса, эсир районти обществӑллӑ пурнӑҫа хутшӑнатӑр, спорт, культурӑна, волонтер юхӑмне пулӑшатӑр. Эсир пирӗн СВОна хутшăнакансене, ҫавӑн пекех вӗсен ҫемйисене пулӑшни хаксӑр.
Эсир ӗҫ ҫине тата граждан позицийӗ ҫине пӑхнӑшӑн тав туса, сире пур ӗҫре те ҫитӗнӳсем сунатпӑр! Аталану, ырлӑх тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.