

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫул-йӗр фотоӳкерчӗкӗсемпе видеокамерӗсене вырнаҫтармалли правилӑсем çинчен ҫырнӑ саккун ҫине алӑ пуснӑ. Майӑн 29-мӗшӗнче, тунтикун, пичетленнӗ документпа право информацийӗн официаллӑ порталӗнче паллашма пулать.
2024 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗрекен федерацин ҫӗнӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн камерӑсем лартасси ведомство акчӗсемпе положенийӗсемпе мар, шӑпах вӗсене хăй йӗркелесе тӑрӗ.
Ҫапла вара документра камерӑсем вырнаҫтарнӑ вырӑнсен переченьне, ҫав шутра общество транспорчӗ ҫӳреме уйӑрса панӑ ҫулсене, аварипе хӑрушӑ ҫулсен участокӗсене, ҫулталӑк хушшинче тӑватӑ е ытларах ҫул-йӗр аварийĕ пулса иртнӗ участоксене, ҫул-йӗр ӗҫӗсем ирттермелли вырӑнсене, ҫуран ҫӳремелли ҫулсене, ҫул юпписене, ҫавӑн пекех чарӑнса тӑма юранă е чарӑнса тӑма чарнӑ участоксене кӑтартнӑ.
Кунсӑр пуҫне ҫӗнӗ саккун ҫапла калать: камера тӗрӗслев зонинчен 150-300 метртан кая мар ҫул палли лартмалла, вӑл фото- тата видеофиксаци системи ӗҫлени ҫинчен асӑрхаттарать. Документра тата çакна паллӑ тунă: ҫулсем ҫинче камерӑсем вырнаҫтарасси ҫинчен регионти влаҫсем те, МВДпа ҫыхӑннӑ автомобиль ҫулӗн хуҫисем те йышӑнаҫҫӗ.
https://iz.ru/1520189/2023-05-29/putin-podpisal-zakon-o-pravilakh-ustanovki-kamer-na-dorogakh
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Александр Казаков.