

2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Президенчӗ хушнипе - СВО ветеранӗсем, Донбасри ҫапӑҫусене хутшӑнакансем, ҫавӑн пекех вӗсен ҫемйисем пулӑшу памалли пур майсене те илме пултарччӑр тесе йĕркеленĕ "Защитники Отечества" патшалӑх фончӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пушкӑртстанра пурӑнакансем Уфари "Защитники Отечества" фонд филиалĕнче пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ.
Социаллӑ координаторсем республикӑн кашни хулинче тата районӗнче ӗҫлӗҫ, пулӑшу ыйтакан ветерансемпе вӗсен ҫемйисен членӗсене уйрӑммӑн тимлĕç. Фонд координаторӗсен йышӗнче – ҫар ҫыннисен арӑмӗсемпе амӑшӗсем, социаллӑ работниксем, волонтерсем. Вӗсем пулăшу ыйтакансемпе тата профиль ведомствисемпе, ҫавӑн пекех власть органӗсемпе ҫыхӑннӑ сыпăкпа ҫыхӑнса тӑрӗҫ.
Фонд, медицинӑпа социаллӑ реабилитаци, эмелпе тивӗҫтересси, психологи пулӑшӑвӗ, реабилитаци техника хатӗрӗсем, санаторипе курорт сиплевӗ, ветерансене çĕнĕ ĕçе вĕрентесси тата ӗҫе вырнаҫтарасси ҫинчен калакан майсене пурне те пулӑшу пама пулӑшӗ.
Пушкӑртстанри СВОна хутшӑнакансен ҫемйисене пулӑшу памалли мерӑсене чат-бота пухнӑ: https://t.me/MPodderzhkiBashkortostanBot
Пушкӑртстанри "Защитники Отечества" фонд филиалӗ Уфа хули, Мингажев урамӗ, 107-мĕш çурт адреспа вырнаҫнӑ. Ӗҫ вӑхӑчӗ - 9.00 сехетрен пуҫласа 18.00 сехет таран.
Раҫҫей Президенчӗн "Защитники Отечества" патшалӑх фондне туса хурасси ҫинчен калакан указӗ https://vk.cc/cmPpsl
#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан
https://vk.com/obyasnyaem102