Çутă çул
+7 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
8 Июнӗн 2023, 15:25

Пишпÿлек районӗн хисеплӗ гражданинĕ

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ граждансем-2023.

Пишпÿлек районӗн хисеплӗ гражданинĕ
Пишпÿлек районӗн хисеплӗ гражданинĕ

Пушкӑртстан Республикин Пишпÿлек районӗн Канашӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн 2023 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа районта пурӑнакансен, унӑн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ, пысӑк ҫитӗнӳсемпе професси ӑсталӑхӗшӗн, района аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене йышӑннă тӗллевпе "Пушкӑрт Республикинчи Пишпÿлек районӗн Хисеплӗ гражданинӗ" ята тивӗҫнĕ.
Кузьмин Виталий Степанович (1936 ç.)
Виталий Степанович хӑйӗн пӗтӗм ӗҫлĕ çулне ял хуҫалӑхне халалланӑ, М.Горький ячеллĕ колхозра 40 ҫул ытла ӗҫленӗ. Тракторист, чи лайӑх квалификациллӗ специалист пулнӑ, ялхуҫалӑх машинисемпе оборудованийӗсене эксплуатацилес тата техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерес енӗпе теори пӗлӗвӗпе практикӑллӑ хӑнӑхусене вӗренсе ҫитнӗ.
Пишпÿлек районӗнчи агропромышленноҫ комплексне аталантарас ӗҫе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата пысӑк тӳпе хывнӑшӑн: 1962 ҫулта Пушкӑрт АССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Указӗпе Хисеп грамотипе наградӑланӑ; 1963 ҫулта "РСФСР ялхуҫалӑхӗн социализмла ӑмӑртӑвӗн Отличникĕ" значокпа наградӑланӑ; 1970 ҫулта СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумĕн "Паттӑр ӗҫшӗн» юбилей медалӗпе наградӑланӑ. Владимир Ильич Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ туса; 1976 ҫулта СССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Указӗпе Ленин орденӗпе наградӑланӑ; 1977 ҫулта СССР ял хуҫалӑх министерствипе ĕçлекенсен профсоюзĕн ЦК "1976 ҫулхи Социализмла ӑмӑрту çӗнтерӳҫи" паллӑпа наградӑланӑ; 1984 ҫулта СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумĕ "Ĕҫ ветеранĕ" медальпе наградӑланӑ; 1996 ҫулта "Пушкӑрт Республикинчи Ял хуҫалӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята панӑ.
Кузьмин Виталий Степанович хӑйӗн тÿрĕ кăмăллă ӗҫӗпе Пăслăк ялӗнче пурӑнакансен хисепне тивĕçлĕ пулса тăнă.

Ирина Фомина хатĕрленĕ.

 

 

Пишпÿлек районӗн хисеплӗ гражданинĕ
Пишпÿлек районӗн хисеплӗ гражданинĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: